идти к ворожее. Ч.С. Пĕре анне пĕр арăм патне юмăçа (ворожить) кайрĕ. КАЯ. Тирĕк-чашăксене, юмăçа кайнă чух, лартмалла; лартса хăвармасан, юмăç уçăлмаçть, теççĕ. Рус. Така силленмесен, пусмасчĕç, тет; силленсессĕн пусаччĕç, тет. Силленмесен, вара юмăçа каяччĕç, тет. Юмăç вара вĕсене: çавăнти киремет силленме яман, тесе калаччĕ, тет. В. Олг. Килте арăмĕ сумар полат, опшки каят йомăçа. Йомăçă пăхат çăккăрпала, çиппе çыхса, порня тăрăх пăтратат. Порнине орлă каят полсассăн, тытман чӳк. — Çăккăр тытса-и? Çăккăр тытса-и? Çăккăрвар (назв. киремети) тытса полсассăн, порня тăрăх кайтăр, тет. — И çиччас порня тăрăх каят. Каþан киле килет те: Çăккăрвар, тет, хамăнне пар мана, тесе, çич пус окçа хорат хошăка, пĕрене хошăкне. Халях полат çын отнаккă, хаман полат (поправляется), çăккăр чĕнет (просит поесть). Хаман полат, çăккăр чĕнет, çиет. Насара каят, илет она валли полă, она валли илет кайăк (молгаџы̆) пĕр мăшăр, вакша илет тепĕр мăшăр, тата куакал илет. Онтан пĕренĕк она валли, ут пак туса. Ут пак тунă пĕренĕк параччĕ Çăккăрвара. Потом парат çăртан пĕр мăшăр, потом, хĕрлĕ-коç пĕр мăшăр. Тата парат — салатпала хăмла хотăштарат. Çĕрле каят — çын кормаст; çын корсан, çырлахмаст; çын кормарĕ-тĕк, уш çырлахрĕ вара.
Çавăн пекех пăхăр:
йомăç-кормăç йомăç-кормăш йомăç-старик йомăç-терĕш « йомăçа кай » йомăш йомак йомакçă Йомалăк йоман итти